Ял пирки ҫырнӑ чухне сирӗн ҫакӑн пек йӗркене тытса пымалла:
Пӗтӗмӗшле
Чи малтан ял хӑш района кӗнине палӑртмалла. Кайран — хӑш ял тӑрӑхне кӗнине кӑтартмалла. Ун хыҫҫӑн район тӗпӗнчен миҫе ҫухрӑмра вырнаҫнине (кирлӗ пулсан — ял тӑрӑхӗн тӗпне миҫе ҫухрӑм пулнине). Унтан ҫӗнӗ йӗркерен ялти урамсене палӑртса тухмалла.
Статья пайӗсен йӗрки
- Ҫутҫанталӑк (кунта тавралӑха сӑнаса кӑтартмалла)
- Ял сӑнӗсем (сӑнӳкерчӗксен пуххи)
- Юнашар ялсем (кунта юнашар вырнаҫнӑ ялсене кӑтартмалла; ял урӑх района кӗрет пулсан — район ятне палӑртмалла)
- Ял кун-ҫулӗ
- Халӑх йышӗ
- Паллӑ ҫыннисем
- Хуҫалӑх
- Ҫул-йӗр
- Культура
- Палӑксем (кунта ялта тӗл пулакан е ун ҫывӑхӗнчи палӑксене кӑтартмалла)
- Каҫӑсем (ял тӑрӑхӗн сайчӗ ҫине тата пӗр-пӗр картта ҫине каҫма лартма ан манӑр)
- Ҫавӑн пекех пӑхӑр (кунта ялпа ҫšхӑннӑ ытти статьясене кӑтартмалла)
- Вуламалли
Статья каҫми ::
Пичет версиӗ
Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-11-20 11:32:26 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3643 хут пӑхнӑ.